Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнче иномарка ҫунма пуҫлани пирки пушарнӑйсем патне хыпар ҫитнӗ. Вӑл мӑкӑрланнине чи малтан автомастерской ҫыннисем асӑрханӑ. Ара, машина вӗсенчен инҫех мар ҫуннӑ.
Ҫулӑма сӳнтернӗ. Анчах ҫак ӗҫе кам тунине те палӑртмалла-ҫке-ха. Полицейскисем машна хуҫиех айӑплӑ тесе шухӑшланӑ. Чӑнах та ҫапла иккен.
41 ҫулти арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл «Тайотӑна», 2008 ҫулта кӑларнӑскере, темиҫе уйӑх каялла туяннӑ. Хайхискер ҫывӑх ҫыннипе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн лавккана кайса ҫунакан шӗвек илнӗ те машинӑна сапса ҫунтарса янӑ. Унран тимӗр каркас ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ветерансем валли урамрах концерт лартса панӑ. Сцена ҫинче артистсем тата шкул ачисем пулнӑ.
Концерт ӗнер пулнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 76 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ концертра ветерансене тӳре-шара, шкул ачисем, хула ҫыннисем саламланӑ. Ҫапла ҫамрӑк ӑру ветерансене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене сума сунине кӑтартнӑ.
Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра кунашкал концерт ватӑ ҫынсемшӗн шӑпах та меллӗ. Чиртен сыхланас тӗллевпе вӗсене халӑх ҫӳрекен вырӑна тухма сӗнмеҫҫӗ. Кӑҫал Парад та вӗсемӗрех иртӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫей Ҫарӗн ҫар ҫыннисене халалланӑ темиҫе конструкцие вандалсем сиенлетнӗ. Плакатсем Рашчара вырнаҫнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, ҫак ӗҫе кам тунине палӑртаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗ хушнипе йӗрке хуралҫисем вандалсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ. Ӗҫ мӗнле пурнӑҫланса пынине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Тен, иртен-ҫӳрен ҫак ӗҫе кам тума пултарнине асӑрханӑ? Эппин, часрах кун пирки полицие пӗлтерӗр. Телефон номерӗ: 73-8-02, 102.
Чӑваш Енре ҫынсене хула ҫумӗнчи дачӑсене турттаракан маршрутсем уҫӑлнӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 107-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шемшер (Шупашкар районӗ)» тата 117-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Тутаркасси (Шупашкар районӗ)» маршрутсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршутсемпе 1-ер пӗчӗк автобус ҫӳрет, кунне вӑл иккӗ хутлать.
108э-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – Кукашни пахчисем (Сӗнтӗрвӑрри районӗ)» маршрут ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршрутпа 1 автобус ҫӳрет, кунне 4 рейс тӑвать.
193-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шоркка (Шупашкар районӗ)» маршрута ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл маршрутпа 15 рейс пӑхса хӑварнӑ.
249-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Явӑш (Хула масарӗ)», 2706-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – «Чӑваш Ен» санатори («Заволжъе» коллективлӑ пахчана ҫити) маршрутсем те пахчаҫӑсем валли уҫӑлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрне хулари ӗҫекен пӗр ҫемье пирки систерекенсем тупӑннӑ. Евитлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхет, хайхисем ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ.
Социаллӑ учреждени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, суйса хыпарламан иккен. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан пай специалисчӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, килте хӑтсӑрлӑх тата тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, аслисем вӗри апат та пӗҫермен. Учреждени специалисчӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайнӑ.
Ачасӑр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе специалистсем ӗҫленӗ. Ҫине тӑни сая кайман. Амӑшӗ наркологи диспансерӗнче сипленме килӗшнӗ, ашшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ачана ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, тавӑрса панӑ.
Канмалли кунсенче васкавлӑ медпулӑшу ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ виҫӗ ҫын патне вырӑна ҫитнӗ. Шел те, пӗри вилмеллех суранланнӑ.
Пӗр арҫын ялта пӳрт тӑрринчен ӳкнӗ, тепри – нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен. Вӑл вилнӗ.
Шар курнӑ тепӗр ҫын – 8 ҫулти арҫын ача. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш хут чӳречинчен ӳкнӗ. Ача москитлӑ сетка ҫине таяннине иртен-ҫӳрен курнӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Сетка чӑтайман, арҫын ача аялалла ӳкнӗ. Тухтӑрсем ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пуҫӗ тата чӗркуҫҫи суранланнӑ. Ачана аслисем асӑрхаса ҫитерейменни паллӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ҫӗнӗ производство уҫӗҫ. Ҫакӑн пирки ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗпе Ярослав Кузнецовпа, Евразин аталану банкӗн промышленность дирекцийӗн управляющи директорӗпе Сергей Игнатовпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Предприятире водород перекиҫӗ туса кӑларакан производство туса хурасшӑн.
Проекта пурнӑҫа кӗртме эпир маларах асӑннӑ кредит учрежденийӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшӗ. Енсем тивӗҫлӗ килӗшӗве ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Документа Питӗрти экономика форумӗнче алӑ пуснӑ.
Ярослав Кузнецов каланӑ тӑрӑх, предприятире биологи мелӗпе ирӗлекен пластик та кӑларма тытӑнасшӑн.
Ҫуркунне ҫитсен типӗ курӑка ҫунтарнипе те пушар тухать. Рязань облаҫӗнчи Марьино ялӗнче, ав, темиҫе ҫурт ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑла иртсен типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкек ял пуҫӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм усӑ курман хуралтӑна ҫеҫ сиенленӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ автоцистернӑпа пырса ҫитнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче тӑватӑ ҫурт тата сарай ҫуннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ. Вутра кӗлленнӗ ҫуртсемпе хуралтӑ йывӑҫран купаланӑскер пулнӑ. Вут-ҫулӑм уй енчен сарӑлса пынӑ.
Иртсе кайнӑ талӑкра типӗ курӑк ҫуннине ултӑ тӗслӗх шута илнӗ. Куславкка районӗнче — иккӗ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — пӗрер.
Чӑваш публицисчӗн сӑмахӗ
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑнара пулнӑ. 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Турист» магазин вырнаҫнӑ 9 хутлӑ ҫуртӑн картишӗнче пӗр микроавтобусӑн хыҫалти кантӑкӗнче чӑвашла ҫырнине асӑрхарӑм. «Folkswagen» минивэн ҫинче «Турӑпа пӗрле» тесе ҫырнӑ.
Эпӗ савӑнтӑм. Апла чӑвашлӑх Ҫӗнӗ Шупашкарта пур тесе.
1960 ҫултан пуҫласа ҫак ҫамрӑк хулапа химкомбинат ҫӗкленӗ чух, унта СССРӑн тӗрлӗ ҫӗртен нумай чӑваш мар ҫынсем ӗҫлеме те пурӑнма килчӗҫ. Кайран «аталаннӑ социализм» вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланма пуҫларӗ.
Анчах, 1986 ҫултан пуҫласа Михаил Горбачёвӑн Перестройка ҫулӗсенче майӗпен наци юхӑмӗсем ҫӗкленнӗччӗ. Чӑваш хастарӗсем Чӑваш Республикинче Иван Яковлев ячӗллӗ пӗрлӗхе, ЧОКЦ, ЧОКЦ-2, ЧАП, ЧНК йӗркелерӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурри ытла чӑвашсем пурӑнма пуҫларӗҫ. Майӗпен урамра та чӑвашла калаҫни илтӗнме пуҫланчӗ. Халь нумай чӑвашсем хамӑр тӑван чӗлхепе уҫҫӑн калаҫма вӑтанма пӑрахрӗҫ.
...Хайхи «Folkswagen» ҫумӗнче арҫынпа хӗрарӑм тӑнӑччӗ.
Паян 13 сехеторе Ҫӗнӗ Шупашкарта 15 ҫулти арҫын ача физультура урокӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Арҫын ача кадет лицейӗнче вӗреннӗ. Вӑл 2005 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан сывлӑх енчен кӑлтӑксем пулнӑ. Вӑл мӗншӗн вилнине судпа медицина экспертизи палӑртӗ. Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Шкула следовательсем тата криминалистсем ҫитнӗ.
Вӗрентекенсен айӑпӗ пур-и? Ҫакна следстви палӑртӗ. Ҫавӑн пекех арҫын ача сывлӑхне пӑхса тӑнӑ поликлиникӑна тӗрӗслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |